19 апреля – День подснежника Çеçпĕл Çутçанталăк чĕрĕлет, Çеçпĕл çеçки çурăлать. Тÿпери хĕвел хĕртет, Çĕр Амине
Çеçпĕл
Çутçанталăк чĕрĕлет,
Çеçпĕл çеçки çурăлать.
Тÿпери хĕвел хĕртет,
Çĕр Амине ăшăтать.
Мал ĕмĕтпе пурăнма
Çеçпĕл шанчăк çуратать.
Пăрлă çĕре шăтарма
Ăçтан вăйĕ тупăнать?
Пирвайхи çурхи чечек
Юр ирĕлнĕ-ирĕлмен
Çурхи ăшă кунсем пек
Епле пĕлнĕ-ши килме?
Пăхатăн та чарăнса,
Тĕленсе тăран курса:
Пит чипер кăвак çеçке
Тĕлĕнмелле черченке.
Хăй тата пит сăпайлă,
Çулçи аври çунатлă,
Туни ешĕл хунавлă,
Хĕрлĕ кăвак саппунлă.
Çурхи сулхăн ирхине
Пит аван туять хăйне;
Сивĕрен те аптрамасть,
Шăнасран та хăрамасть,
Хăйне хăй те хĕрхенмест,
Хĕвел патне кармашать.
Таврана илем кÿме
Пĕтĕм вăйран тăрăшать.
Илем илсен тыткăна -
Ырă шухăшсем ăшра.
Пĕлейсен туйма çакна
Телей тупăн пурнăçра.
Ан васка эсĕ татма
Черченкĕ чиперккене,
Ан хăй вăхăтсăр хăртма
Унăн кĕске ĕмĕрне.
Çуркунне тĕл пулакан
Илемлĕ ÿсентăран
"Хĕрлĕ кĕнекере" те
Тупнă хăйĕн вырăнне.
!9.04.2026, Кекен ялĕ, Мелания Никифорова.