Ландыш Тур амӑш макрать, чунтан хурланать, Христос ывӑлне ҫухатнӑранпа. Куççулĕ юхать, çумăр пек курнать, Пит-куçĕ
Тур амӑш макрать, чунтан хурланать,
Христос ывӑлне ҫухатнӑранпа.
Куççулĕ юхать, çумăр пек курнать,
Пит-куçĕ тулать пысăк хуйхăпа.
Хӗрĕн куҫҫулӗ хӗвелпех типет,
Аннен куҫҫулӗ нихҫан та типмест.
Ландыш ҫеҫкийӗ пулса вăл ӳсет,
Унӑн илемне нимӗн те ҫитмест.
Ландыш çĕр çинчи чăн ҫеҫке патши,
Хӗрлӗ эрех пек ун тутлӑ шӑрши.
Пуҫа анратать, чуна ачашлать,
Пӑхма чаплӑскер ӳсӗртсе ярать.
Ландыш – Тур амӑш куҫҫулӗн ҫеҫки,
Эс калăн ăна, чӑн-чӑн ҫӗр пики:
Капмар, илемлӗ, кӑпӑш та чаплӑ,
Куçа илĕртет, пӑхма хаваслӑ.
Таса Марийӑн шап-шур ҫеҫкине,
Никам та пӗлсе ҫитейменнине
Ан тивтӗр ӑна ҫурхи сивӗ ҫил,
Вăй патӑр пире савса ӑшӑ пил.
Кекен ялӗ, Мелания Никифорова.