Пÿлĕхçĕ ят валеçни Юмах Панă ятсене авал, Пулнă пурне те аван. Темшĕн çеçкен ят пулман, Турă ятран каламан. Ç
Юмах
Панă ятсене авал,
Пулнă пурне те аван.
Темшĕн çеçкен ят пулман,
Турă ятран каламан.
Çĕрĕн пичĕ çийĕнче
Мĕн кăна курмалли çук.
Тĕрлĕ тĕсĕн тĕнчинче
Ятсăр пурăнма май çук.
Турă хушать Пÿлĕхе:
«Ятсăр ан юлтăр çеçке.
Пĕттĕр пысăк çитменлĕх,
Юлтăр унăн илемлĕх.»
Ак Хĕвелпин аллинче
Пур çыруллă çулçăсем.
Тĕрĕллĕ çулçă çинче
Пур чечексен ячĕсем.
Пÿлĕхçĕ кушелĕпе
Аннă кĕпер çийĕпе.
Çĕрĕн питне ансанах
Курнă Кăвакарчăна.
Пÿлĕхçĕ ят валеçни - 989695603321
Суккăр Кăвакарчăна,
Çав тер кăмăллă чуна.
Юрăхлă ята тупма
Шаннă суйласа пама.
Ятăн хăватне сиссе
Çитнĕ чечексем пурте.
Пырса тăнă черете
Ят парассине кĕтсе.
Ак Кăвакарчăн вĕçсе
Çитрĕ çавăнтах персе
Кайăк ятне шырама.
Çулçă туртса кăларма.
Савнă пит савăккине,
Панă ирĕк пĕрмĕшне:
«Ху мĕнле ят юратан,
Çавăн пек ят пулĕ сан.»
Кĕлчечек
«Çын вăл илемлĕхсене
Куртăр хăй куçĕсемпе.
Ан таттăр чечексене
Хăйĕн непĕслĕхĕпе.
Пирĕншĕн ниçта кун çук,
Нимĕнле тарма та çук.
Хапсăнакансем нумай,
Ыр кăтартмансем чылай.»
Çак самантра тÿпере
Çиçĕм ялтăр çуталать.
Çыруллă çулçă вутра
Çунса кĕле çаврăнать.
Ку чечеке çавăнпа
Панă Кĕлчечек ятне.
Ҫакă Илем патшине
Пĕтĕм ырă кăмăлпа.
Çакăн хыççăн чечеке
Хапсăнчăк хăртма хăйман.
Тур панă илемлĕхе
Ун йĕппи татма паман.
Сар çеçкеллĕ çеçкерен,
Ыйтнă тет чиперккерен:
«Ху мĕнле ят юратан,
Çавăн пек ят пулĕ сан»
Кукша пуç
Леш пĕртен-пĕр çеçкине,
Пĕр тĕссĕр юлнăскерне
Ҫав тер каçăртса тăрать,
Пысăк кăмăлпа калать:
«Ман ят пултăр чи чапли,
Чи сумли, чи янравли.
Пĕтĕм таврара çукки -
Маншӑн çакă чи хакли.»
Пынă-тăнă кушелкке.
Акă суккăр кулюкка
Çулçă ывăтса парать,
Çуклăхӑн ак мӗн пулать.
Çав самантра çавра çил
Çаврăнса килсе çитет,
Сарă çеçкен ярапи
Çавăнтах куçран çĕтет.
Çÿçсĕр юлнă çын пекех,
Каçăр сăмса тăнипех
Ячĕ юлнă ĕмĕрех
Хăйĕн Кукша пуçĕпех.
Кăвакарчăн куçĕ
Пĕр пĕчĕк чечек анчах
Чи кайра тăраканни.
Ятсăрах юлаканни
Нимĕскер пулман пекех
Хăйĕн вăйсăр сассипе
Пĕтĕм чун хавалĕпе
Ассăн сывласа тăрать,
Вăйсăр сассипе калать:
«Ах анчах, ман Хĕвелпи,
Пулăттăм мерчен пĕрчи,
Суннă мехел çитĕ-ши?
Куç шăрçине куçăп –ши?
Ятсăр мана хăварни
Ку нимех мар, Хĕвелпи.
Эп шеллетĕп суккăра,
Манăн сиплĕх çиттĕр -ха.»
Шăлтăр! сасă илтĕнет
Хĕм пехилĕ сирпĕнет.
Куçăн шăрçине куçать.
Кайăк куракан пулать.
Суккăрăн куçĕ валли
Сиплĕх пултарччё тесе,
Хăй пурнăçне пиллесе
Юлнă выртса ун вилли.
Çакă Кăвакарчăна
Пысăк айăп пулнă пек.
Сиплӗ шыв тумламĕ пек
Çав тер шеллесе ăна
Унăн куççулĕ тумлать,
Акă мĕн йĕрсе калать:
«Пулӗ-пулмӗ куç çути,
Пар эс ӑна чун çути.»
Кайăк куççульпе чечек
Тепĕр хут шăтса тухать
Ырă ĕçе тунипех
Кайăк ячĕпех юлать.
Кӑвакарчӑн куҫӗ ят
Янӑравлӑ янӑрать
Ырӑ ӗҫ эсӗ тусан,
Чыслӑ яту пулӗ сан.
Кекен ялĕ, Мелания Никифорва.