...
====================
🏞 2026 çулта 600 çухрăм регионти çулсене тата 13 кĕпере юсĕç
📝 Пушкăртстанра çул-йĕр сетьне çĕнетмелли программăн хĕрÿ тапхăрĕ пырать. ПР Пуçлăхĕ Радий Хабиров сăмахĕсем тăрăх, иртнĕ çул «Башкиравтодор» предприятие рейдерла туртса илме хăтланни çул-йĕр юсав ĕçĕсене питĕ хытă чăрмантарнă. Регионти патшалăх тытăмĕ çул-йĕр предприятине тапăннине сирсе янă хыççăн ĕç йĕркене кĕнĕ.
💰 ПР транспорт тата çул-йĕр хуçалăхĕн министрĕн ĕçĕсене вăхăтлăха пурнăçлакан Виктор Жульков кăçал республикăри çул-йĕр фончĕн калăпăшĕ 44 млрд та 688 млн тенкĕ пулнине пĕлтернĕ.
Укçа-тенке çапла пайланă: çулсене çĕнĕрен сарма тата юсама - 10 млрд тенкĕ ытла, тĕплĕ юсава - 19 млрд тенкĕ, çулсене пăхса тăма 11 млрд тенкĕ ытла уйăрнă.
🔥 - Халĕ çул-йĕр юсас сезонăн хĕрÿ тапхăрĕ пырать. Ĕçсем графиксенчен юлмасăр вăхăтлă пурнăçланаççĕ, - пĕлтернĕ Виктор Жульков.
Пурĕ республикăра 2026 çулта 600 çухрăм регион пĕлтерĕшлĕ çулсемпе 13 кĕпере юсама палăртаççĕ.
🚛 Виктор Жульков сăмахĕсем тăрăх, халĕ 23 пысăк объектра регионаллă çулсене тăвас тата юсас ĕçсем пыраççĕ. Кăçал 840 метрлă 13 кĕпере хута яма палăртнă.
- Эпир Дюртюли тата Бурай районĕсенчи Быстрый Танып юхан шывсем урлă выртакан икĕ кĕпере тата Кугарчă районĕнчи Малый Ик юхан шыв кĕперне юсатпăр, - каласа панă Виктор Михайлович. – Унсăр пуçне, Авăркас районĕнчи Толбазă ялне Хĕвел анăç енчен çаврăнса иртмелли çула тăватпăр.
🚜 Сибай – Акъяр, Янаул – Татăшлă çулсем çинче ĕçсем пыраççĕ.
Чи пысăк объектсен шутне Дюртюли - Нефтекамск çул çинчи Шур Атăл юхан шыв урлă, Кропачево - Месягутово - Ачит çул çинчи Ай юхан шыв урлă тата Давлекан - Толбазă çул çинчи Дема юхан шыв урлă кĕперсене юсасси кĕрет. Унсăр пуçне специалистсем Гафури районĕнчи Толбазă – Красноусольский, Белорецк тата Белорецк районĕнче Ĕпхÿ – Инзер, Пелепей районĕнчи Пелепей – Приютово çулсене юсама пуçланă.
Инга АЛЕКСЕЕВА.
Источник: ©Чувашская газета «Урал сасси»