🎀✨ «Питрав пуххи» - авалхи йăласемпе паянхи пурнăçа пĕрлештерекен уяв 🌱 Июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненек
🌱 Июль уйăхĕн 12-мĕшĕнче православи тĕнне ĕненекенсем Питрав кунне паллă тăваççĕ. Ваттисем сăнанă тăрăх, Питравран куккук авăтма, шăпчăк юрлама чарăнать. Пысăк ĕçсен вăхăчĕ пуçланать. Çавăнпа Питрав хыççăн ĕлĕк çамрăксем вăйă картине тăма та пăрахнă. Чăвашсем така пусса уяв тунă, шăрттан пĕçернĕ. Унтан çавасене туптаса утă çулма тухнă.
🏡 Ĕлĕкхи ырă йăлана пăрахăçа кăларас мар тесе Пишпÿлек тăрăхĕнчи Ситек ялĕнче «Питрав пуххи» йĕркелеççĕ. Уяв евĕр, иккĕмĕш хут иртекен мероприяти ялăн визит карточки, халăх йăли-йĕркисене сыхласа хăвармалли пулăм пулса тăнă.
💼 Пысăк та туслă çемье çулталăкне халалланă уява ситексем кăçал та анлăн паллă тунă. Йĕркелÿçĕсем тӗрлӗ тӑрӑхран килсе ҫитнӗ хӑнасене авалхи йӑла-йӗркесене пӑхӑнса, пысӑк хисеппе чыслӑн кӗтсе илнĕ. Ку хутĕнче чĕннĕ сумлă хăнасен шутĕнче Пишпÿлек район администраци пуçлăхĕ Александр Семенов, ПР чăвашсен Канашĕн сумлă председателĕ Людмила Мурманская, Пишпÿлек тăрăхĕнчи чăвашсен Канашĕн ертÿçи Сергей Михайлов, районти Халăхсен ассамблейин председателĕ Наиль Гатауллин пулнă. Ĕпхÿрен ПР Туслăх çурĕн директорĕ Эльмира Саматова килни те мероприятие тата та пысăк сум кÿнĕ. Çавăн пекех çак кунхине Ситек ялне Эрĕнпур облаçĕнчи, Пелепей тăрăхĕнчи Приютово поселокĕнчи, Ермеккейпе Пишпÿлек районĕсенчи 13 пултарулăх ушкăнĕ пуçтарăннă. Уява Мияки тăрăхĕнчи Çĕнĕ Хурамалти Виталий Захаров паллă шăпăрçă та хутшăннă.
Источник: ©Чувашская газета «Урал сасси