Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани.
Чӑваш Енӗн хисеплӗ педагогӗсем, вӗренекенсем, ашшӗ-амӑшӗ!
🔥Сире Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе чӗререн саламлатӑп!
Ҫак куна ӑнсӑртран суйласа илмен: ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӗ Иван Яковлевич Яковлев ҫуралнӑ. Унӑн эткерлӗхӗ нумай ҫул ӗнтӗ тӑван сӑмаха упраса хӑвармалли тӗслӗх. Республикӑра чӑваш чӗлхи вырӑс чӗлхипе пӗр тан патшалӑх чӗлхи пулса тӑрать. Чӑваш чӗлхи хамӑр республикӑра ҫеҫ мар, унӑн тулашӗнче те янӑрать.
☝️Республикӑри шкулсенче паян 70 пин ытла ача чӑваш чӗлхи вӗренет, 600 ытла талантлӑ педагог тӑван чӗлхе ан сӳнтӗр, малалла аталантӑр тесе тӑрӑшать. Ҫак пархатарлӑ ӗҫшӗн кашни учителе тав тӑватӑп!
👉Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ Олег Николаев лартнӑ тӗллеве пурнӑҫласа эпир вӗренӳ ӗҫӗнче чӗлхене аталантарас енпе хастар ӗҫлетпӗр, хальхи технологисене пурнӑҫа кӗртетпӗр. «Пултараслӑх тӗнчи /Мир возможностей» проектпа килӗшӳллӗн чӑваш чӗлхине тата тӑван литературӑна вӗрентме ҫӗнӗ вӗренӳ программисем туса хатӗрленӗ, 12 программӑна федерацин реестрне кӗртнӗ. 🔹Цифра ресурсӗсемпе усӑ курса интерактивлӑ вӗренӳпе методика комплекчӗсем туса хатӗрленӗ - ку чӗлхе вӗренӗвӗн паянхи ыйтӑвне тивӗҫтерекен утӑм пулса тӑрать.
💯Хаклӑ юлташсем! Сирӗн килсенче чӑваш чӗлхи яланах янӑратӑр, чӗресем халӑх культурипе тата историйӗпе мӑнаҫланччӑр. Чӗлхе пуянлӑхне упракансене, аталантаракансене пурне те тав тӑватӑп!
Пурне те чӑваш чӗлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатăп!
#МинобразованияЧувашии
#ЗахаровМинобразования21
#Мирвозможностей
#ер21
Чӑваш Республикин вӗренӳ министрӗ Дмитрий Захаров Чӑваш чӗлхи кунӗ ячӗпе саламлани.