📢«Пӗтӗм чӑваш диктанчӗ – 2026» вӗренӳ акцийӗнче ҫырмалли диктант тексчӗсен конкурсне хутшăнма йыхравлатпăр!
Конкурсӑн тĕп тĕллевĕ – халăхĕсен пĕрлĕхĕпе туслăхĕ çинчен калакан илемлӗ литература текстне тупасси, ҫырма хатӗр диктант текстне хатӗрлесси.
🖊️Текстсене ака уйăхĕн 8-мĕшĕччен кĕтетпĕр, текстра 130-150 сăмахран ытла пулмалла мар: https://clck.ru/3SnTV9
Конкурса хутшăннисене сертификат параççĕ, çĕнтерӳçине вара «Халăх шкулĕ» журнала çур çуллăх тӳлевсĕр çырăнтараççĕ.
☎️Конкурса йĕркелекенсемпе çыхăнмалли телефон: 8 (8352) 58-47-19, хушма номер 106.
Пурне те конкурса хутшăнма йыхравлатпăр!