✨Пурне те чӑваш чӗлхи кунĕ ячĕпе чун-чĕререн саламлатпăр!
Çак уява ҫулсерен Иван Яковлевич Яковлевӑн – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканӑн тата ҫӗнӗ чӑваш алфавитне тӑваканӑн – ҫуралнӑ кунӗнче, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче паллӑ тӑватпӑр.
💢Чӗлхе вӑл – сӑмах пуххи мар, пĕр-пĕринпе калаçмалли хатĕр çеç те мар. Вӑл – ӑслӑлӑх, йӑла-йӗрке, культура хаклӑхӗсен никӗсӗ.
Чăваш чĕлхине упраса хăварасси тата аталантарасси – пĕтĕм халăхăн ĕçĕ, кашни çыннăн тивĕçĕ.
💛Çитĕнекен ӑрӑва чӑвашла вӗрентекенсене, воспитательсене, çамрӑксемпе чӑвашла калаçакан тата вĕсене тӑван чӗлхене хаклама вӗрентекен ашшӗ-амăшĕсемпе аслашшӗ-асламăшĕсене, вӗренӳ пособийӗсемпе кӗнексем хатӗрлекенсене, илемлӗрен те илемлӗ тăван чӗлхемӗре Интернетра саракансене, чӗлхене аталантарас енпе тӗрлӗ проект пуçаракансемпе пурнӑçлакансене пурне те уйрӑм тав сӑмахӗ калас килет.
Янăра, чăваш чĕлхи!🙌
#МинобразованияЧувашии #ЗахаровМинобразования21 #чӑвашчӗлхикунĕ #чӑвашчӗлхи
Изображение https://www.cap.ru/